Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
23 Сентябрӗн 2019, 17:06

Ситекре çĕнĕ кĕпер уçнă

Ситек ялĕнче икĕ урама çыхăнтаракан кĕпере туса пĕтерсе хута янă. Ăна уçнă çĕре ял халăхĕ, вырăнти шкулта вĕренекен ачасем, вĕрентекенсем, район тата ял тăрăх администраци представителĕсем пуçтарăннă.

Кĕпер уçнă ятпа культура çурчĕн хăйпултарулăх артисчĕсем концерт программи хатĕрленĕ. Хĕрлĕ хăйăва ялти сумлă çынсене Ф.П. Романова тата В. Григорьева касма ирĕк панă. Сивĕ çанталăка пăхмасăр уяв ăшă лару-тăрура иртнĕ.

Сергей СЕМЕНОВĂН санÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: