Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Сентябрӗн 2019, 16:35

Крым, Пхукет, Паттайя, Сиде…

Кирек хăш ÿсĕмре те çулçÿреве тухма пулать, шутлать Йăлпăлакри Любовь Варикова

Крым — кану валли уйрăм территори, кунта ытларах ачасемпе канма кăмăллаççĕ. Любовь Ивановна та пуçласа Судак хулине 2012 çулта ачисемпе тата мăнукĕсемпе кайса килнĕ. Вунă кун самантрах иртсе кайнă. Малтан каяс килмесĕр пек турткалашнă хĕрарăм, çапах та кайран…Тепĕр çул каллех канма вĕçсе кайнă. Паянхи кун çулçÿревсем уншăн кулленхи япала. Кашни çул каяс килсех тăрать.

— Малтан самолетпа вĕçме темле пекчĕ. Хăрарах тăраттăм, халĕ ĕнтĕ ним те мар пек. Ачасем те лăпкă кăна лараççĕ салонра, — кулса каласа парать Любовь Варикова. — Таиланда Уфара тăхăр сехет вĕçрĕмĕр, Майами-Бич отельте кантăмăр. Турцинче Сиде хулинчи лавккасенчен пĕринче пирен пек канакансемпе чăвашла та калаçрăмăр. Унта пур çĕрте те Раççей çыннисем канаççĕ.

Кашни çĕнĕ çĕршывран Любовь мĕнле те пулин ÿсентăран вăрлăхĕ илсе килме тăрашать. Хăш-рисем пирен патра та ÿсеççĕ, çеçке çурса савăнтараççĕ.

— Ман шутпа, килте кăна лармалла мар, тĕрлĕ çĕршывсем курса çÿремелле, çĕнĕ çынсемпе паллашмалла. Хăвна вара аванрах туятăн. Çитес çул каллех каясса шанатăп.

Галина ВАРИКОВА.
Читайте нас: