Полигонрах Киргизи Республикин Президенчĕпе Сооронбай Жеенбековпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче Владимир Путин Киргизинчи çар çыннисем «Центр-2019» çар вĕрентĕвне хутшăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Владимир Путин Киргизи Республикипе Раççей суту-илÿпе экономика сферинче пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени çинчен те пĕлтернĕ.
- Эпир сирĕнпе тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ сăлтавпа тĕл пулатпăр. Пĕрлĕхлĕ вĕрентÿсем – хăйне майлă сăлтав. Паллах, ытларах экономикăна пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вăл ăнăçлă аталанса пырать. Иртнĕ çул 17%, кăçал тата та ытларах. Çар хутшăнăвĕсем те ăнăçлă малалла пыраççĕ. Сирĕн çарсем çак вĕрентĕве хутшăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. 128 пин çын, 600 вĕçев аппарачĕ. Ку чăнах та çар хатĕрленĕвĕн пысăк тапхăрĕ, - тенĕ Владимир Путин.