Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Сентябрӗн 2019, 08:50

Паян Путин Мадуропа икĕ енлĕ тата регион ыйтăвĕсене сÿтсе явать

Мероприяти йĕркипе куçа-куçăн тĕлпулу иртет тата Раççейпе Венесуэла хушшинче ĕçлĕ ирхи апат форматпа калаçу пулать.

РФ Президенчĕ Владимир Путин Венесуэла Президенчĕпе Николас Мадуропа тĕл пулать, çакăн çинчен Раççей Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ.

Унăн сăмахĕсем тăрăх, тĕлпулура икĕ енлĕ хутшăнăва сÿтсе яваççĕ. «Пирĕн партнерла проектсем пур, вĕсем малалла аталанаççĕ, тĕлпулура ытти ыйтусене те сÿтсе яваççĕ, калаçăва пĕтĕмлетсе нимĕнле документсем те алă пусма планламаççĕ. Президентсем регионсенчи ĕç-хĕл пирки калаçаççĕ, чи малтан иберо-америка ĕçĕсем çинчен, виççĕмĕш çĕршывсем çав ĕçсене хутшăнни пирки, — пĕлтернĕ РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ.

Мадуро пĕлтернĕ тăрăх, Путинпа тĕл пулнисĕр пуçне вăл Раççейре пулнă вăхăтра Раççей предпринимателĕсемпе тĕл пулма планлать.



Михаил Метцель/ТАСС сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: