Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Сентябрӗн 2019, 16:34

Телеэкран çинче «А» саспалли куратăп. Мĕн тумалла?

Пушкăртстан Республикинче октябрĕн 14-мĕшĕнчен аналог телевиденине чарса хураççĕ.

РТРС федераллĕ каналсемпе пĕрле аналог телесигналне телеканал логотипĕпе юнашар ятарласа «А» саспалли лартнă. Çакна çынсем вĕсен телевизорĕ мĕнле сигнал тытнине пĕлччĕр тесе тунă. Енчен те телевизор пăхакансем аналог сигналĕнчен цифра сигналĕ çине вăхăтлă куçса ĕлкĕреймесен, вĕсем октябрĕн 14-мĕшĕнчен нимĕнле канала та пăхаймаççĕ.

Енчен те сирĕн нимĕнле саспалли те пулмасан, эсир 20 ытла канал лăпкă пăхатăр пулсан, эсир цифра çине куçнă эппин, е кабель татта спутник телевиденийĕн абоненчĕ пулса тăнă. Унччен маларах Раççейри 64 регионра аналог телевиденине чарса хунă, октябрĕн 14-мĕшĕнчен хушма 21 регионра та «аналога» чараççĕ.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: