Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
26 Сентябрӗн 2019, 08:14

ПУТИНПА МЕДВЕДЕВ 2020-2022 ÇУЛСЕНЧИ БЮДЖЕТА ПĂХСА ТУХНĂ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Дмитрий Медведев премьер-министрпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем 2020-2022 çç. бюджет виçипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Премьер-министр палăртнă тăрăх‚ çитес виçĕ çул хушшинче тупăшсем тăкаксенчен ытларах пулĕç.

- Эпир бюджета укçа-тенкĕн йĕркине пăхăнса йĕркелерĕмĕр. Ырлăх-пурлăх наци фончĕн калăпăшĕ çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продуктĕнчен 7% ÿснĕ. Хак панă тăрăх‚ çак ÿсĕм çывăх вăхăтра та сыхланса юлĕ‚ – тенĕ Медведев.

Д.Медведев сăмахĕсем тăрăх‚ бюджет вăл – наци тĕллевĕсене пурнăçламалли тĕп инструмент. Вĕсене президент указĕнче палăртнă.

Виçĕ çул хушшинче наци проекчĕсене пурнăçлама‚ комплекслă плана çĕнетме тата магистраллă инфраструктурăна аталантарма федераллă бюджетран çичĕ триллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.

- Чи пысăк статья – социаллă лару-тăру. Çитес çул «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ шайĕнчи тăкаксем икĕ хут нумайрах‚ 160 миллиард тенкĕрен пуçласа 320 миллиард тенке çитиччен‚ ÿсĕç. Кăçалхи çулпа танлаштарсан‚ 2020 çулта «Демографипе» «Вĕрентÿ» наци проекчĕсене пурнăçлама 20% нумайрах нухрат уйăрĕç‚ «Наука» тата «Экологи» программисене 1‚5 хут ытларах укçа-тенкĕпе тивĕçтерĕç‚ – пĕлтернĕ Раççей Правительствин пуçлăхĕ.


#ВладимирПутин

Читайте нас: