Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
27 Сентябрӗн 2019, 20:52

Унăн пурнăçĕ — ĕç паттăрлăхĕ

Хушăлкари ĕç ветеранĕ Анатолий Петров çулĕсене пăхмасăр, чун хавалне çухатман.

РФ ĕç ветеранĕ, Пишпÿлек районĕн хисеплĕ гражданинĕ, «Единая Россия» партин ватă членĕ Анатолий Андреевич Петров нумай пулмасть 85 çул тултарнă.

— Манăн ÿсĕмри çынсем вăрçă ăрăвĕнчен, эпир паттăрлăх, ĕçченлĕх пысăк шкулне иртнĕ, — каласа парать ветеран. — Манăн атте Андрей Семенович вăрçă пуçламăшĕнче фронта тухса кайнă, 1942 çулхи февральте хыпарсăр çухалнă. Анне Татьяна Ивановна виçĕ ачана хăй пăхса ÿстернĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ эпир, çавăнпа тĕреклĕ, шăнăрлă.

1952 çулта 10 класс пĕтернĕ Анатолий Петров водителе вĕренсе тухнă. Каччă спортпа туслă пулнă: хĕлле конькипе тата йĕлтĕрпе ярăннă, çулла çăмăл атлетика килĕшнĕ. Виçĕ çул шоферта ĕçленĕ хыççăн çара кайнă, Инçет Хĕвелтухаçĕнче Т-34 танк командирĕ пулнă.

Арминчен таврăнсан ялти культура çуртĕнче вăй хунă. Ялти çамрăксемпе концертсем, спектакльсем лартнă. Каçсерен Юманлăхра, Петровкăра, Ермолкинта, Мелевĕс-Мускавра кино çавăрнă. «Колхозри ĕç» хаçата статьясем çырнă.

35 çул тăршшĕ Хушăлкара трактористра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та виçĕ çул трактор çинчен анман.

— Эпĕ хамăрăн ăру çыннисемпе мăнаçланатăп, пирĕн патра ĕçре малта пыракансем мĕн чухлĕччĕ! Чуна парса тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕ эпир. Халĕ ватăлтăмăр ĕнтĕ кăштах, — пытармасть ветеран.

Анатолий Андреевич шăпана çемье телейĕшĕн тав тăвать. Юратнă мăшăрĕпе Валентина Мануиловнапа çывăх вăхăтра юбилей — пĕрле пурăнма тытăннăранпа 60 çул çитнине палăртаççĕ. Вĕсем тăватă ача ÿстернĕ. Ватăсен пилĕк мăнукпа мăнукĕсен сакăр ачи пур. Ачисемпе мăнукĕсем вĕсемшĕн чи пысăк телей шутланаççĕ.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: