Тĕлпулăвăн тĕп теми — экономика ÿсĕмне хăвăртлатмалли тата çынсен тупăшне ÿстермелли хушма мерăсем. Ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă.
Августăн 26-мĕшĕнче экономика ыйтăвĕсем тăрăх ирттернĕ канашлура Путин Раççей çыннисен тупăшĕсен шайĕ хуллен ÿсни пирки пăшăрханса пĕлтернĕ. Ун чухне вăл экономикăра ĕç укçине ÿстернине шута илсен те çынсен чăн-чăн тупăшĕсем хуллен ÿсни пăшăрхантарни çинчен каланă.
Экономика ÿсĕмĕн ыйтăвĕсене патшалăх Пуçлăхĕ Дмитрий Медведев премьер-министрпа сентябрĕн 23-мĕшĕнче тĕл пулнă вăхăтра та сÿтсе явнă. Федераллĕ бюджет пирки каласа, вăл аса илтернĕ: «Бюджет наци аталанăвĕн тĕллевĕсене çĕнсе илмелли тĕп инструменчĕ, кредитпа укçа-тенкĕ политикин тĕп тĕрекĕ шутланать, унăн результачĕсем тăрăх эпир юлашки вăхăтра çĕршыври макроэкономикăн стабиллĕ лару-тăрăвне палăртма пултаратпăр».
Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.