Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Сентябрӗн 2019, 12:17

Хăв çун тата ыттисене те çутат

Пишпÿлекри педагогика ĕçĕн ветеранĕн Галина Таймасован пурнăç принципĕ шăпах çакнашкал.

Галина Ивановна 40 çул ытла вĕрентÿ сферинче вăй хунă, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе пĕтĕм чунне панă. 1968 çулта Пелепейри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Ситекпуçĕнче ĕçлеме пуçланă, унтан Пăслăк ачисене вĕрентнĕ. Уфари педагогика институтĕнче вырăс чĕлхипе литературин факультетне пĕтернĕ. 1978 çултан Пишпÿлекри сакăр çул вĕренмелли шкулта (1982 çулта вăл вăтам шкул пулса тăнă) кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. 30 çул тăршшĕнче 130 ытла ачана вулама, çырма вĕрентнĕ. Шкул директорĕн вĕрентÿ тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ пулна май, Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти кĕçĕн классен вĕрентекенĕсене методика пулăшăвĕ панă.

Галина Ивановна хăйĕн вĕренекенĕсене пурне те тенĕ пек астăвать, вĕсен малашнехи пурнăçĕпе интересленет. Ачасем те хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенне манмаççĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн вăл чылай наградăсене тивĕçнĕ.

2008 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан та Галина Ивановна пурнăç таппинчен юлмасть. Репетицисене, тĕлпулусене, конкурссене васкать. Унăн киленĕвĕсенчен пĕри — сывлăх гимнастики. Хĕрарăм Пишпÿлекри Культура керменĕнчи йога ушкăнне ертсе пырать. Галина Таймасова компьютера алла илнĕ. Интернетри мĕнпур çĕнĕлĕхсемпе усă курса пурăнать.

Чаплă хуçа арăмĕ, мăшăр, анне, асанне, кукамай, тантăш — пур çĕре те ĕлкĕрет. Кăçал 70 çул тултарнă тесе ăна кам калаять? Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕпе саламласа, малашне те çапла юлма сунатпăр ăна.

Елена АНДРЕЕВА,

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти ветерансен пуçламăш организацийĕн председателĕ.


Галина Таймасован çемье архивĕнчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: