Çакăнпа пĕрлех закон хĕрлĕ эрех тумалли материала, хĕрлĕ эрех, шампански, ликер тума усă куракан винограда акциз таварĕсен шутне кĕртет. 2020 çулта виноград акцизĕ тоннăшан 30 тенкĕ пулать, 2021 çулта — 31 тенкĕ, 2022 çулта — 32 тенкĕ. Хĕрлĕ эрех тумалли материалшăн, виноград тата улма-çырла ăслишĕн (сусло) акциз 2020 çулта литршăн 31 тенкĕпе танлашать, 2021 çулта 32 тенкĕ, 2022 çулта 33 тенкĕ.