Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
30 Сентябрӗн 2019, 09:37

ПУТИН РАÇÇЕЙРИ ЕВРЕЙ ОРГАНИЗАЦИЙĔСЕМ ТĔРЛĔ ТĔНСЕМ ХУШШИНЧИ КАЛАÇĂВА МАЛАЛЛА ТĂСАССИНЧЕ ПЫСĂК ВЫРĂН ЙЫШĂННИНЕ ПАЛĂРТНĂ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей еврейĕсене еврей календарĕнче çулталăк пуçланнине пĕлтерекен Рош ха-Шана уявĕпе саламланă, çавăнпа пĕрлех Раççейри еврей организацийĕсем Раççейре тĕрлĕ тĕнсем тата национальнăçсен хушшинчи калаçăва малалла тăсассинче пысăк вырăн йышăннине палăртнă, пĕлтерет ТАСС Кремль сайтне асăнса. Телеграммăра Путин Рош ха-Шана уявĕ çынсем ăс-тăн енчен тасалма тата çĕнелме ăнтăлнине пĕлтерет тесе палăртнă.

Рош ха-Шана (ивр. «çулталăк пуçĕ») еврейсен тĕп уявĕсенчен пĕри шутланать. Ăна тишрей уйăхĕн малтанхи икĕ кунĕнче палартаççĕ (ытларах чухне çак кун сентябрь вĕçне — октябрь пуçламăшне лекет). Çак уйăхра Рош ха-Шана — çулталăкри çиччĕмĕш уйăхра — Турă тĕнчене тата пĕрремĕш çынна — Адама — тунă тесе шутлаççĕ.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
#ВладимирПутин
Читайте нас: