Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
1 Октябрӗн 2019, 09:16

Паян Путин Ереванра ЕАЭС саммитне хутшăнать тата Рауханипе тата Пашинянпа тĕл пулать

Еврази экономика союзĕн лидерĕсем союзăн пĕтĕмĕшле финанс рынокне тата организацин çитес çулхи бюджетне йĕркелемеллин Концепцине çирĕплетмелле.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Ереванра пулать, унта вăл Аслă Еврази экономика совечĕн ларăвне хутшăнать. Кремлĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Еврази экономика союзĕн патшалăх-членĕсен лидерĕсемсĕр пуçне (Раççей, Армени, Беларус, Казахстан, Киргизи) тĕлпулăва Молдави Президентне тата хисеплĕ хăнасене Иран Президентне Хасан Роуханине тата Сингапур премьер-министрне Ли Сянь Луна чĕннĕ.

ЕАЭС лидерĕсем союзăн пĕтĕмĕшле финанс рынокне, ЕАЭС çитес çулхи бюджетне йĕркелемелли Концепцие çирĕплетеççĕ тата транспортпа энергетика сферинчи законодательство тăрăх решенисем йышăнаççĕ. 2020 çулта союз ĕç-хĕлĕн Пĕтĕм тĕнчери тĕп çул-йĕрĕ пирки калаçса татăлаççĕ. Аслă совет ларăвĕ вăхăтĕнче ЕАЭС тата Сингапур хушшинче ирĕклĕ суту-илÿ пирки килĕшĕве алă пусаççĕ.

Еврази экономика комиссин интеграципе тата макроэкономика çĕнĕ министрне çирĕплетеççĕ тата ытти ыйтусене сÿтсе яваççĕ.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#ВладимирПутин
Читайте нас: