Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Октябрӗн 2019, 08:53

ПЕСКОВ ПУТИН ПУШĂ ВĂХĂТНЕ ЕПЛЕ ИРТТЕРНИ ÇИНЧЕН КАЛАСА ПАНĂ

Раççей Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков Владимир Путин пушă вăхăтне (вăл пур пулсан) епле ирттерни çинчен журналистсене каласа панă.

Раççей Президенчĕн пресс-секретарĕ Песков палăртнă тăрăх, патшалăх пуçлăхĕн тулли канмалли кунĕсем çукпа пĕрех. «Ведомство енĕпе докладсем пĕрмай иртеççĕ, документ çаврăнăшĕ чарăнса тăмасть, нумай документ президент алă пусмасăр вăя кĕмест. В. Путин кирек епле ĕçлĕ хут çине алă пусиччен малтан власть органĕсен ертÿçисемпе канашлать», - палăртнă Кремль представителĕ.

«Пушă вăхăчĕ пулсан, ыттисем пекех канать. Раççей Президенчĕ спортпа туслă. Унсăр пуçне тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе тĕл пулать», - пĕтĕмлетнĕ Песков.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.


#ВладимирПутин
Читайте нас: