Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Октябрӗн 2019, 12:26

Хăвăн йывăçна ларт

Октябрĕн 5-мĕшĕнче, Республика кунĕ умĕн, Пушкăртстанра йывăçсемпе тĕмсем лартассипе «Ешĕл Пушкăртстан» акци иртет.

Пишпÿлекре акци ирттермелли вырăн — Çĕнтерĕве 55 çул парк тата Пишпÿлек — Йăлпăлак çул хĕрринчи йăрăм пулать. Паркра 800 яхăн хурăн, çăка, пилеш хунавĕсем лартаççĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 1,5 гектар. Лартмалли материала вармантан кăлараççĕ. Пишпÿлек — Йăлпăлак çул хĕррипе 10 000 хыр хунавĕ лартма планлаççĕ, ăна Пелепейри лесхоз уйăрать. «Ешĕл Пушкăртстан» акцие кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма тата хăйĕн йывăçне лартма пултараççĕ.

Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: