Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Октябрӗн 2019, 18:04

Испанинче «Торатау» геопаркпа паллаштарнă

Испанинче ЮНЕСКО Европа Геопаркĕсен 15-мĕш конференцийĕ иртнĕ, унта пуçласа пĕтĕм тĕнче шайĕнче «Торатау» геопаркпа паллаштарнă.

Конференцине пĕтĕм тĕнчери 400 ытла геопарк представителĕсем хутшăннă. «Торатаупа» паллаштарнă вăхăтра «Геопарка аталантармалли модель» тата ун çинчен видеоролик тăратнă. Аудиторие çакă питĕ килĕшнĕ, вĕсем геопарка сÿтсе явнă çĕре хастар хутшăннă. Конференцие пĕтĕмлетнĕ йĕркепе ЮНЕСКО Европа Геопаркĕсен сечĕн комитечĕн, Европа тата Ази геопаркĕсен представителĕсемпе тĕлпулусем ирттерме планлаççĕ. «Торатау» геопарк представителĕсем çакнашкал шайри мероприятие хутшăнни геопарк, Пушкăртстан тата Раççей пĕтĕм тĕнчипе мĕнле имидж çĕнсе илесси çинче лайăх енчен палăрать.

Конференцинче «Янган-Тау» геопаркпа та паллаштарнă, вăл Раççейĕпе малти пулса Глобаллĕ Геопарк статусне илнĕ.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.


Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: