Хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.Н. Милютин хуçалăхра тăрăшса ĕçлекен В.А. Павлов механизатора, В.А.Захаров бригадира тав çырăвĕ тата хаклă парне панă. Пăслăк ял совечĕ ял тăрĕх, Пăслăк ялĕнчи ветерансен совечĕн, Пăслăкри нумай функциллĕ культура центрĕн ятĕнчен Л.Н. Афанасьевана, О.С. Игнатьевана, В.А. Митрофанована, Г.П. Иванована, Л.М. Федотована тата ыттисене хастар пурнăç позицишĕн парнесем панă. Художествăлла хăйпултарулăх артисчĕсем чаплă концерт парнеленĕ. Спонсорсем пулăшнипе пуян кĕреке хатĕрленĕ.