Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
2 Октябрӗн 2019, 08:58

Путин Арменин премьер-министрĕпе Никол Пашинянпа тĕл пулнă

Ĕнер Арменинче ĕçлĕ çулçÿревне вĕçлесе Владимир Путин çĕршывăн премьер-министрĕпе Никол Пашинянпа икĕ енлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Никол Владимирович Путина Арменинче курма хавас пулни, пĕрлехи кун йеркине сÿтсе явма май пулни пирки пĕлтернĕ. Унăн шучĕпе, Еврази экономика союзĕн йĕркипе чăннипе те пысăк пĕлтерешлĕ событисем пулнă: Сингапурпа килĕшĕве алă пуснă, Иранпа ирĕклĕ суту-илÿ илсе пымалли килĕшÿ вăя кĕрет. Çак пысăк событисем шăпах Ереванра пулса иртни премьер-министра савăнтарать. Армени Еврази экономика союзĕн председателĕ пулнă вăхăтра çапла событисем пулни аван. Владимир Путин Никол Пашиняна Еврази экономика союзĕн председателĕ пулнă май, саммитăн лайăх результачĕсемпе саламланă, тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă.


Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#ВладимирПутин
Читайте нас: