Документа право информацийĕн официаллă интернет порталĕнче пичетленĕ, пĕлтерет ТАСС.
Закон тексчĕпе килĕшÿллĕн, харпăрçăсен юлташлăхĕсен куçман пурлăхĕн налук никĕсне палăртнă чух харпăрçăсем е садпа пахча лаптăкĕсен хуçисем тÿлекен взноссем кĕмеççĕ, енчен те вĕсем асăннă юлташлăхăн членĕсем шутланмаççĕ пулсан.
Президент алă пуснă тÿрлетÿсенче Налук кодексĕн терминĕсенче чылай улшăнусем пулаççĕ. Тĕпрен илсен «дача» сăмаха «сад çурчĕ» сăмахпа улăштараççĕ. Хăйсен пахчисенче ÿстернĕ пахчаçимĕçе тата хуçалăхра усракан выльăх-чĕрлĕхе сутса илнĕ тупăша налукран хăтарас тесен малашне сад правленийĕнче мар, куçман пурлăх харпăрçисен юлташлăхĕн правленийĕнче справка илмелле.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.