Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
3 Октябрӗн 2019, 14:08

БСТ телеканал "Доброшрифт" акцие хутшăннă

БСТ телеканал "Доброшрифт" федераллĕ акцие хутшанакансенчен пĕри пулса тăнă. Паян пĕтĕм тĕнчипе çĕршер компани хăйсен сайчĕсенче Пĕтĕм тĕнчери церебраллĕ паралич кунĕ тĕлне ирттерекен социаллă кампани йĕркипе ятарласа хатĕрленĕ шрифт лартаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери церебраллĕ паралич кунне октябрĕн пĕрремĕш юнкунĕнче палăртаççĕ.

bash.news сайт редакцийĕ хăйĕн фирма шрифтне акци йĕркипе ятарласа хатĕрленĕ шрифтпа тулли мар ылмаштарнă. Ăна церебраллĕ параличпа чирлекен ачасем тунă. Çак саспаллисене пăхса эпир йывăр чирпе чирлекен ачасем вĕсене çырас тесе мĕн чухлĕ вăй хунине куратпăр.

Пушкăртстанăн тĕп хулинче çак диагнозлă ачасене "Реафонд" ыркăмăллах фончĕ пулăшать. Çакнашкал ачасене эсир те пулăшма пултаратăр. Питĕ ансат.

Ачасене пулăшса Сбербанк онлайн урлă личный кабинетра укçа куçарма пулать. "Остальное" уйрăма кĕмелле те "Реафонд" ятне тупмалла. СМС-пĕлтерÿпе те пулăшма пулать: 3434 номере РЕАФОНД сăмаха çырмалла. Пушă выран хăварнă хыççăн миçе тенкĕ куçарма пултарнине çырмалла. Сăмахран, РЕАФОНД 100.

reafond.ru сайта кĕрсе те укçа-тенкĕ куçарма пулать. Тĕп старница çинче "Я тоже хочу помочь" пысăк кăвак кнопкăна пусăр та хăвăршăн меллĕ меслете суйласа илĕр.
Читайте нас: