Кремльти пул журналисчĕ Дмитрий Смирнов Twitterти хăйĕн микроблогĕнче Кремль коридорĕнче тунă видеоçыравпа паллаштарнă. Унта Дмитрий Медведевпа Владимир Путин çанталăк кинет сиветни çинчен калаçаççĕ. «Пурне те ăшă кирлĕ», тесе пĕтĕмлетеççĕ Сетьпе усă куракансем.