Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Октябрӗн 2019, 08:31

Путин врачсен ĕç укçи тата медицинăна модернизацилес ыйтусемпе канашлу ирттерет

Раççей Президенчĕ Владимир Путин сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилессине чысланă канашлу ирттерет. Тĕпрен илсен, ĕçшĕн тÿлемелли отрасль системине лайăхлатмалли ыйтăва пăхса тухаççĕ, пĕлтерет Кремлĕн пресс-служби.

Унччен маларах çакнашкал канашлăва Путин августăн 20-мĕшĕнче ирттернĕ. Ун чухне РФ сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова врачсен дефицичĕ 25 пин çынпа танлашнине, вăтам медицина сыпăкĕнче 130 пин çын çитменнине палăртса хăварнă. Тăватă регионра врачсен оклачĕ регионри вăтам ĕç укçи шайĕнчен 30 процентран иртмест. Путин сывлăх сыхлав сферинчи пуçламăш сыпăкĕнчи ĕç-хĕле тĕплĕн тишкĕрсе тухма тата ăна тĕреклетессипе хушма мерăсем йышăнма хушнă. Ун чухне патшалăх пуçлăхĕ РФ Правительствине октябрĕн 1-мĕшĕччен кирлĕ мерăсем ĕçлесе хатĕрлеме ыйтнă. Влаçăн регион органĕсен 2020 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен хăйсен программисене ĕçлесе хатĕрлеме тивĕçлĕ.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

#ВладимирПутин



Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: