Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
4 Октябрӗн 2019, 21:36

Илем çынсене савăнăç кÿмелле

Кистенлĕпуçенче пурăнакан Никитинсен илемлĕ те нимпе танлаштарайми ĕçĕсем никама та сÿрĕк кăмăллă хăвармаççĕ.Мăшăрсен киленĕвĕ пĕрешкел пулни çемьене тата та ытларах пĕрлештерет. Çакна Петрпа Надежда Никитинсем шантарса калама пултараççĕ.

— Надя мăшăрпа хĕрĕх çула яхăн Мускавра пурăннă хыççăн Кистенлĕпуçне куçса килтĕмĕр, — каласа парать шурă çÿçлĕ Петр Никитин. — Иксĕмĕр те тивĕçлĕ канура, çак утăма тарăн шухăшласа турăмăр. Унтанпа çичĕ çул иртрĕ ĕнтĕ, çавăнпа та тĕрĕс турăмăр тесе шанчăклăн каласа пулать. Эпĕ хам унччен кунтан инçех мар вырнаçнă Çутçанталăк ялĕнче çуралнă. Кашни çул тенĕ пек Мускавран кунта килсе çÿренĕ, çырла тата кăмпа вырăнĕсене питĕ лайăх пĕлетпĕр.

Петр Владимирович çамрăклăх çулĕсене паянхи пек астăвать. 1971 çулхи майăн 24-мĕшĕнче (тунтикун) районти çар комиссариатĕнчен ытти каччăсемпе пĕрле Совет çарне кайнă. Мускавра служба иртнĕ, çавăнтах кайран пурăнма юлнă. Тула хулинчен килнĕ Надеждăпа 1973 çулта пĕрлешнĕ. Хĕрпе ывăл ÿстернĕ. Халĕ вĕсен икĕ мăнукпа мăнукĕсен икĕ ачи.

— Ял хĕрринчи çак çурта Михаил пиччерен туянтăмăр, — паллаштарать хăйсен кил хуçалăхĕпе ĕç тата Хĕçпăшаллă Вăйсен ветеранĕ. — Çурта тĕпрен юсарăмăр, ăшăтмалли системине улăштартăмăр, тăррине профнастилпа витрĕмĕр, сайдингпа туллатрăмăр, кил картинче шыв пăрăхĕ чаврăмăр, пысăк нÿхреп турăмăр, лайăх мунча лартрăмăр, улма-çырла йывăççисем, хурлăхан, пилеш, палан тĕмĕсем тата ыттине лартрăмăр. Юмахри пек пурăнатпăр.

Никитинсен кил-çурчĕ шалтан картина галерейине аса илтерет. Пĕтĕм çĕрте чаплă тĕрĕсемпе сăнÿкерчĕксем. Надежда Васильевна ал ĕçне кăмăллать. Вăл вăтăр çул чăлха-нуски фабрикинче вăй хунă. Мускаврах тĕрĕпе киленме пуçланă, малтанхи унăн ĕçĕ — Владимир Тур амăшĕн пысăк турăшĕ. Каярахпа упăшки те çак киленÿпе «чирленĕ», вăл вак шăрçаран картинăсем тума пуçланă.

— Халь вак шăрçапа мар, алмаз тĕррипе киленетĕп. Пĕлтĕр ноябрĕн 7-мĕшĕнче Надежда Васильевнапа пĕрле пурăнма тытăннăранпа 45 çул çитнине палăртрăмăр, çак дата тĕлне 50х40 см виçепе пĕрлехи портрет турăм — 18 кун ĕçлерĕм. 60 тĕс тата 32361 саплăкпа усă куртăм. Хамăран ĕçсене выставкăра çынсене кăтартасшăн, илем пурне те савăнăç кÿмелле!

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: