Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
4 Октябрӗн 2019, 08:58

Путин «Россия — страна возможностей» Сăнав совечĕн ларăвне ирттерет

Паян Сочинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин «Сириус» вĕрентÿ центрĕнче «Россия — страна возможностей» Сăнав совечĕн анлă ларăвне ирттерет.

Çакăн çинчен Кремлĕн пресс-службине ссылка парса ТАСС пĕлтерет.

Мероприяти йĕркипе «Россия — страна возможностей» платформа ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕлтереççĕ, платформа валли çĕнĕ проектсен шухăшĕсене пăхса тухаççĕ, малашне аталантармалли задачăсем лартаççĕ, чарăнса тăрать пресс-служба.

«Россия — страна возможностей» автономлă коммерци мар организацин тĕп тĕллевĕ — социаллă мобиллĕхе ÿстермелли, граждансене профессинче аталанмалли условисем туса парасси тата ытти те. «Россия — страна возможностей» АНО Сăнав советне Путин ертсе пырать.


Алексей Дружинин/пресс-служба президента РФ/ТАСС сăнÿкерчĕкĕ.


#ВладимирПутин
Читайте нас: