Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
7 Октябрӗн 2019, 14:14

Пишпÿлекре «Симĕс Пушкăртстан» акци иртнĕ

Районта пурăнакансем «Симĕс Пушкăртстан» акцие хастар хутшăннă. Вĕсем «Çĕнтерĕве 55 çул» паркра тата Пишпÿлек — Йăлпалак çулĕ хĕрринче хыр, хурăн, çăка, пилеш йывăсĕсен çамрăк хунавĕсене лартнă.

Пишпÿлекри Культура кĕрменĕн ĕçченĕсем акцие хутшăнакансене пĕчек концерт кăтартнă. Кунĕ те уяр, ăшă тăнă, çавна май ĕçлеме камăллă пулнă.

Акцие районти 13 ял тăрăх ял совечĕ те хутшăннă. Лартнă йывăçсем ÿссен ялсене илем кÿреç.
Читайте нас: