Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
7 Октябрӗн 2019, 16:09

Пушкăртстанра студентсемпе шкул ачисем наркотикпа усă курнипе курманнине тĕрĕслĕç

Аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекен студентсем наркотикпа усă курнипе курманнине кăтартса паракан тест иртĕç. Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерствин приказне право информацийĕн сайтне вырнаçтарнă.

Çак тĕрĕслеве шкул ачисемпе студентсем наркотик тытăнса тăракан веществосемпе усăланнине маларах тупса палăртма ирттерĕç, пĕлтерет документ. Кашни çул тĕрĕслеве Сывлăх сыхлав министерстви çирĕплетнĕ медицина организацийĕсем ирттерĕç.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: