Пĕтĕмĕшле сумма 30 пин тенкĕрен иртнĕ. Закона пăсса илсе пынă ĕç-хĕлшĕн «тÿлеве» банк карти çине судпа айăпланаканăн палланă çыннисем куçарнă е алăран панă. Судпа айăпланакан преступлени тунă айăпа йышăннă, уголовнăй ĕç пуçарнă хыççăн хайĕн ирĕкĕпе ĕçне пăрахнă.
Суд ăна виçĕ çул та ултă уйăха ирĕкрен условнă хăтарнă, 100 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ, виçĕ çул тăршшĕ патшалăх учрежденийĕсенче нимĕнле должность та йышăнма пултараймасла айăпланă.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.