Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Октябрӗн 2019, 18:51

«Башинформра» «Шаймуратов-генерал» çĕнĕ клип презентацийĕ пулать

Октябрĕн 10-мĕшĕнче «Башинформ» ИА конференц-залĕнче «Шаймуратов-генерал» çĕнĕ клип презентацийĕ пулать.

Ăна ГУП ТРК «Башкортостан» РБ БСТ телеканалĕ флешмоб итогĕсем тăрăх тунă. 11 сехетре пуçланать.

2019 çулхи августра Пушкăртсен Пĕтĕм тĕнчери курултайĕ (конгресĕ) Пушкăрт (16-мĕш гварди) 112-мĕш кавалери дивизин командирне Минигали Шаймуратова чысласа флешмоб пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Августăн 15-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 120 çул пулнă. Флешмоба хутшăнакансем Кадыр Даян сăмахĕсем çине Загир Исмагилов кĕвĕ хывнă юрра юрланă та ăна #Шаймуратов#Шайморатов #курултай хэштегпа интернетра вырнаçтарнă. Юрă вырăсла, пушкăртла, тутарла, акăлчанла янăранă. Унта пиншер çынпа коллектив хутшăннă.

2019 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Уфари «Ватан» этно-паркра иртнĕ флешмоба 3 пине яхăн çын хутшăннă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ санÿкерчĕк.
Читайте нас: