Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Октябрӗн 2019, 16:10

Стартчен 365 кун

Раççей историйĕнче вуниккĕмĕш халăх çыравĕ пачах çĕнĕ форматпа иртет.

Переписчиксене явăçтарнисĕр пуçне онлайн-ыйтусем çине «Госуслуги» порталта хуравлама пулать. Çырав хучĕсенчи ыйтусенче те тĕпрен улшăнусем пулаççĕ. 2020 çулхи Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕ «О Всероссийской переписи населения» Законпа килĕшÿллĕн иртет, ун тăрăх халăх çыравне вунă çулта пĕр хутран кем мар ирттермелле. ООН даннăйĕсене шанас пулсан, халăх çыравĕ тенчери 80 çĕршывра пулать. Иртнĕ Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕ 2010 çулта пулнăччĕ. Çак çулсем тăршшĕнче çĕршывра 40 миллион ытла демографи ĕçĕсем пулса иртнĕ — ача çуралнă, çын вилнĕ, мăшăрланнă, уйрăлнă, пурăнмалли çĕнĕ вырăна куçнă татат ытти те.

Федераллă патшалăх статистикин Пушкăртстан Республикинчи территори уйрăмĕ.
Читайте нас: