Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Октябрӗн 2019, 14:55

Çитес канмалли кунсенче мĕнле çанталăк пулĕ

Башгидромет специалисчесем пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра канмалли кунсенче çанталăк улшăнса тăрĕ. Хутран-ситрен çумăр çăвĕ. Сивĕтет.

Ыран, октябрĕн 11-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, кăнтарла кăшт çумăр çăвĕ. Çĕрле вăйсăр çил, кăнтăрла кăнтăр енчен вăтам, хăш-пĕр çĕрте вăйлă çил пулĕ. Сывлăш температури çĕрле -1, -6 градус, хăш-пĕр çĕрте +5, кăнтăрла +7, +12 градус.

Шăматкун, октябрĕн 12-мĕшĕнче, çумăр çума пултарать. Сывлăш температури çĕрле 0, +5 градус, хăш-пĕр çĕрте -5, кăнтăрла +5, +10 градус.

Вырсарникун, октябрĕн 13-мĕшĕнче, кантăрла +8 градус, çĕрле +5 градус пулĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: