Раççей лидерĕ Владимир Путин РФ Правительствин пуçлăхĕн тата çĕршыв президенчĕн ĕç укçине 4,3 процента ÿстересси çинчен указа алă пуснă.
Çакăн çинчен право информацийĕн официаллă порталĕнче пĕлтернĕ.
Раççей Президенчĕ указа 2019 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче алă пуснă. Çакăнпа пĕрлех Оборона министерствин, МЧС, МВД, ФСБ, Росгварди, Генераллĕ прокуратура тата Следстви комитечĕн пуçлăхĕсен ĕç укçин виçине çавăн чухлех пысăклатнă.