Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Октябрӗн 2019, 08:57

Путин Нижний Новгородра спортпа Совет ирттерет тата Пĕтĕм тĕнче форумĕнче сăмах калать

«Россия — спортивная держава» форумăн тĕп теми «Пĕтĕм тĕнчери сообществопа интеграцире спорта аталантарасси».Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Нижний Новгород облаçĕнче пулать, унта спорт аталанăвĕн проблемисене сÿтсе яваççĕ.

Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх пуçлахĕ «Россия — спортивная держава» VIII Пĕтĕм тĕнче спорт форумĕн ĕçне хутшăнать тата пленум ларăвĕнче сăмах калать. Форум физкультурăпа спорта аталантармалли çивĕч темăсене сÿтсе явма тата опытпа паллаштарма хатĕр 3000 ытла çынна пĕрлештерет.

Çакнашкал форума пуçласа 2009 çулта Хусанта ирттернĕ, унтан Мускавра, Саранскра, Якутскра, Шупашкарта, Владимир тата Ульяновск облаçĕсенче. Кăçал форум футболпа Пĕтĕм тĕнче чемпионачĕ тĕлне тунă «Нижний Новгород» стадионта иртет.

Форумра спорт аталанăвне тивекен чылай ыйтусене сÿтсе яваççĕ.

ТАСС материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ санÿкерчĕк.
#ВладимирПутин
Читайте нас: