Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
14 Октябрӗн 2019, 15:37

Парк — ункайлă пурнăç патне утăм

Ялсенче пурăнакансем унччен пире парк мĕн тума кирлĕ тесе калаçатчĕç. Ял хĕррине тух та — сана унта парк та, сквер та пулать.

Çапах халĕ ялсенче те хуларан юлас темеççĕ. Малашне пирĕн Пишпÿлекре те культурăпа кану паркĕ пулать. Ĕç тахçанах пырать.

2018 çулта вырăнти пуçарусене пулăшакан программăпа (ППМИ) масштаблă ĕç пуçланнă. Пĕтĕмпе миллион çурă укçа-тенкĕ кирлĕ пулать — финансировани шăпах çавăн чухлĕ. Çав шутран пĕр миллион тенки — республика бюджетĕнчен субсиди, 200 пин тенкине ял Совечĕ уйăрнă, 200 пин тенки халăхран пуçтарни, 100 пин ытла тенки — спонсорсен пулăшăвĕ. Проект тăрăх паркра вăйă аттракционĕсем, арт-объектсем, спорт тата вăйă площадкисем, çуран çÿремелли тата чупăшмалли çулсем, фонтан, Юратакансен кĕперĕ пулмалла. Уйăрнă укçа-тенкĕпе чылай ĕçе пурнăçланă, çапах ĕçлемелли чылай-ха.

Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕн совечĕ йышăннипе парка Ф.А.Ахметов ячĕллĕ парк тесе ят панă.

— Çамрăксен тата спорт тĕлĕшпе ĕçлекен комитет çыру çырнипе депутатсен сессинче парка «А.Ф.Ахметов ячĕллĕ парк» тесе ят пама йышăннă, — каласа парать Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Ильдар Ситдиков. — Район халăхне программăна пурнăçа кĕртме хастар пулăшнăшăн тав тăватăп.

Айгуль ГАРЕЕВА.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: