Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Октябрӗн 2019, 15:57

Православи христианĕсем Покров кунне палăртаççĕ

Вырăс православи чиркĕвĕ паян Тур Амăшĕн Покров кунне палăртать.

Унăн никĕсĕнче Х ĕмĕрте Тур Амăшĕ Константинопольти Влахерн храмĕнче (унта Тур Амăшĕн ризи пулнă) Андрей тăмсая (юродивый) курăнни. Çакă Константинополь хулине тăшмансенчен çăлассине пĕлтернĕ.

Çак кун Мускав тата Пĕтĕм Раççей патриархĕ Кирилл Мускаври хĕрарăмсен Покров мăнастирĕнче Турă литургийĕ ирттерет, пĕлтерет «РИА Новости».

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: