Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
15 Октябрӗн 2019, 09:09

Путин Сауд Аравин патшипе çарпа техника енчен пĕрле ĕçлесси çинчен ыйтусене сÿтсе явнă

С-300 тата С-400 комплекссем тăратасси пирки халлĕхе нимĕн те каласа пулмасть, пĕлтернĕ Кремльте.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Сауд Аравин патши Сальман бен Абдель Азиз Аль Сауд çарпа техника енчен икĕ çĕршыв пĕрле ĕçлесси çинчен ыйтусене сÿтсе явнă. Çакăн çинчен патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ. Çак ыйтупа калаçу малалла пырассине палăртса, вăл Эр-Рияда С-300 тата С-400 зенитлă ракета комплексĕсем тăратма пултарасси çинчен хальлĕхе ир-ха, тенĕ вăл. «Хальлĕхе ним калама, плансем пур», — ТАСС Кремль представителĕн сăмахĕсене илсе кăтартать . Владимир Путин Сауд Аравине ĕнер, октябрĕн 14-мĕшĕнче килсе çитне. Раççей Президенчĕ Эр-Рияда юлашки 12 çул хушшинче пуçласа килнĕ. Самолет трапĕ патĕнче патшалăх пуçлăхне хула мэрĕ, провинци пуçлăхĕ тата Фейсал бен Бандар бен Абдель Азиз аль Сауд принц кĕтсе илнĕ. Енсем темиçе çĕршер долларлăх документсене алă пуснă тата пĕр-пĕрне парнесем панă.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ санÿкерчĕк.
Читайте нас: