Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Октябрӗн 2019, 18:59

Хăвна чиртен мĕнле сыхламалла

Паян «Сывлăх шкулĕ» проект йĕркипе районта хирург-онколог, Уфари паллиативлă пулăшу врачĕ Гульнур Хамзиевна Нигманова онкологи чирĕсенчен сыхланасси, диагноз лартасси тата сиплесси çинчен лекци вуларĕ.

Асăннă проекта ПР Сывлăх сыхлав министерстви тата Пĕтĕм Раççей «Единая Россия» парти енлисен регион совечĕ йĕркеленĕ.

— Сывлăхăра упрăр, тĕпчевсем ирттерме, тĕрĕсленме вăхăт тупăр. Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртатăн, туллин сипленсе çитмелли май çавăн чухлĕ пысăкрах. Вăхăта тăсмалла мар. Стреса пĕлсе çĕнтерĕр, кÿренÿсене ан пухăр, каçарма пĕлĕр, пурнăçра лайăххине кăна курма тăрăшăр.

Гульнур Нигманова пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Çакнашкал тĕлпулусем халăхшăн усăллă, мĕншĕн тесен кашнин чирсене мĕнле тупса палăртмаллине пĕлмелле.

Айгуль ГАРЕЕВА.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: