Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
17 Октябрӗн 2019, 17:13

Ирина — чи «Илемлĕ хĕрарăм»

Октябрĕн 15-мĕшĕнче ялта пурăнакан хĕрарăмсен Пĕтĕм тĕнчери кунне палăртаççĕ. Ку ахальтен мар.

Ялта пурăнакан хĕрарăмсем — çĕр çинче пурăнакан хĕрарăмсен тăваттăмĕш пайĕ, вĕсем ялхуçалăх районĕсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пирĕн Пăслăк ялĕнче питĕ хастар Ирина Васильевна Игнатьева пурăнать. Вăл нумай ача амăшĕ, 37 çул ытла Пăслăкри культура çуртне ертсе пырать (халĕ ялти нумай функциллĕ культура центрĕ). Унăн тĕрлĕрен дипломсемпе наградăсем питĕ нумай, тĕслĕхрен, «Пушкăртстан Республикинче ырми-канми ĕçленĕшен» уйрамлăх палли, «Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнă ятпа» юбилей медалĕ, «Манăн Раççей» Пĕтĕм тĕнче конкурсĕн 1-мĕш степень лауреачĕ, «Музыка искусствине тата театра аталанма пулăшнăшăн» Федор Павловăн медалĕ. Кунсăр пуçне, Ирина Васильевна «Виçтÿпе çăлтăрĕсем» кăтартуллă хореографи ансамблĕн ертÿçи.

Октябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта ялта пурăнакан чăваш хĕрарăмĕсем хушшинче ирттернĕ «Хĕрарăм, санăн умăнта таятăп пуçăма» регионсем хушшинчи конкурс иртнĕ. Конкурса Чăваш Республикин Культура, нацисен ĕçĕсемпе ĕçлекен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе «Чăваш наци конгресĕ» МОО ирттернĕ.

Пушкăртстанри Пишпÿлек районне Пăслăк ялĕнчи Ирина Игнатьева чыслă кăтартнă. Конкурса пĕтĕм Раççейрен килнĕ 16 хĕрарăм хушшинче вăл «Илемлĕ хĕрарăм» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Венера СТЕПАНОВА,

Пăслăк ял Совечĕ ял тăрăхĕнчи çамрăксем тĕлĕшпе ĕçлекен специалист.
Читайте нас: