Ку кĕркунне 152 пин ытла граждан салтак тумĕ тăхăнмалла. Вĕсен шутĕнче пирĕн район çамрăкĕсем — вăтăр ытла çын — те пулаççĕ. Пуçласа районти çар комиссариатĕнчен юпа уйăхĕн вĕçĕнче салтака ăсатаççĕ. Призывник кунне октябрĕн 23-мĕшĕнче ирттерме планлаççĕ.