Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Октябрӗн 2019, 19:13

Вĕсен ĕçне пурте кураççĕ

Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем çул-йĕре йĕркере тытаççĕ тата районшăн кирлĕ ĕç тăваççĕ.

И.К. Захаров мастер, А.Н. Ивановпа И.И. Хайретдинов çул-йĕр рабочисем, А.Ф. Иванов водитель, асфальт хуракан машинист В.А. Петров, Пишпÿлекри ДРСУ начальникĕ А.И. Никитин.
И.К. Захаров мастер, А.Н. Ивановпа И.И. Хайретдинов çул-йĕр рабочисем, А.Ф. Иванов водитель, асфальт хуракан машинист В.А. Петров, Пишпÿлекри ДРСУ начальникĕ А.И. Никитин.
Çул-йĕрçĕсен канмалли кунсемпе уявсем çук, иртен пуçласа тĕттĕмлениччен ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕç графикĕ объекта хăçан хута ямалли срокран килет. Ку хутĕнче Пишпÿлекри ДРСУ ĕçченĕсемпе Пăслăкра тĕл пултăмар. Кунти объекта октябрĕн 30-мĕшĕнче хута ямалла.

«Тăван урам» программа йĕркипе кунта Центральная урамăн пĕр пайне юсаççĕ — пĕтĕмĕшле вăрăмаш 3,6 км. Çула тикĕсленĕ, вак чул сарнă тата çиелтен 2,5 км асфальт хунă. «Башкиравтодор» АО филиалĕн Пишпÿлекри ДРСУ коллективĕ Пушкăртстан Республикин çул-йĕр отрасльне аталантарма пысăк ĕлĕш хурать.

Айгуль ГАРЕЕВА.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: