Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
21 Октябрӗн 2019, 16:50

«Раççей лидерĕсем»

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ, «Россия — страна возможностей» АНО Сăнав совечĕн председателĕ Владимир Путин 2019 —2020 çулсенчи управленецсен «Лидеры России» виççĕмĕш сезонне уçни пирки пĕлтернĕ.

Конкурса ертÿçĕ должнăçне пилĕк çултан кем мар йышăнакан, вырăсла пĕлекен 55 çула çитичченхи граждансем хутшăнма пултараççĕ, 35 çултан кĕçенреххисен ертÿçĕ должнăçĕнче икĕ çул ĕç опычĕ пулсан та çитет.

Икĕ çул тăршшĕнче конкурса хутшăнма 426 пин ытла заявка панă. Çак вăхăтра 150 лидер çÿллĕ должнăçсем йышăннă: вĕсен шутĕнче иккĕшĕ губернатор, тăваттăшĕ — федераллĕ министрсен çумĕсем.

Кирлĕ пĕтĕм информацие конкурсăн официаллă сайтĕнче лидерыроссии.рф пĕлме пулать.


«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: