Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Октябрӗн 2019, 15:39

Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ

Уфара Çĕнĕ çула 20 чăрăш лартма планлаççĕ.

Вĕсенчен иккĕшне Уфари Ленин тата Салават Юлаев площачĕсенче, 18 — районсенче. Ленин площадĕнчи чĕрĕ чăрăш пулать, тепри — искусственнăй.

Пăр хулисен дизайнĕсене те ĕçлесе хатĕрлеме пуçланă. Уфа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ульфат Мустафин палăртнă тăрăх, вăхăт сисĕнмесĕрех вĕçсе иртет, çавăнпа та Çĕнĕ çула хатĕрленме васкамалла.

Организацисенчен «Уфа праздничная» конкурса хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçланă — декабрĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ. Пĕрремĕш вырăншăн 150 пин тенкĕ тата парне, иккĕмĕшшĕн — 100 пин тенкĕ, виççĕмĕшшĕн — 50 пин тенкĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: