Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
23 Октябрӗн 2019, 15:56

2,3 миллион тенкĕлĕх пыл тата чей туянма заказ панă

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕ 2,3 миллион тенкĕлĕх пыл тата чей туянма заказа пурнăçлакана шырать.

Çакăн çинчен патшалăх закупкисен порталĕнче пĕлтернĕ. Продукцие наци костюмне тăхăннă Улăп, упа ÿкернĕ йывăç курупкасене хумалла, «Башкортостан» текен логотип пулмалла. Пĕтĕмпе 465 сувенир пуххи кирлĕ, вĕсенчен чылайăшне курăк чей, тĕрлĕ йышши пыл, пушкăрт наци инструменчĕ — курай, пиала, чей калекĕ, чак-чак тата çăратнă сĕт кĕмелле.

Уçă çăлкуçсенчен илне сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: