Планшетсен пĕр пайĕ республикăри медицина учрежденийĕсене çитнĕ ĕнтĕ. Васкавлă пулăшу фельдшерĕсем ку чухнехи гаджетпа ĕçлеме вĕренеççĕ, çакă малашне чылай пациент пурнăçне çăлса хăварма пултарать. Нефтекамскри 18 васкавлă пулăшу бригадине планшетсем килнĕ. Планшет урлă çыннăн чирĕсен историне пĕлме, больницăна чирленĕ çыннăн сывлăх шайĕ мĕнле пулни çинчен оперативлă пĕлтерме пулать.
Асăннă çĕнĕлĕхе «Создание единого цифрового контура в здравоохранении на основе единой государственной информационной системы в сфере здравоохранения» регион проекчĕпе «Здравоохранение» наци проекчĕн йĕркипе пурнăçа кĕртеççĕ.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.