Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Октябрӗн 2019, 08:49

Путин Асада Эрдоганпа калаçни çинчен пĕлтернĕ

Кремль пресс-секретарĕ Дмитрий Песков каланă тăрăх, РФ Президенчĕ Владимир Путин Сири лидерне Башар Асада Сочинче Турци пуçлăхĕпе Реджеп Эрдоганпа калаçни çинчен телефонпа пĕлтернĕ.

«Телефон калаçăвĕ Раççей енĕ пуçарнипе пулнă», —

тенĕ Песков. Унăн сăмахĕсем тăрăх, Путин тĕп задача Сири патшалăхĕн территори никамтĕкĕнменлĕхне сыхласа хăварасси тата политика йĕркине тăвассипе малалла ĕçлесси тесе палăртса хăварнă. Асад йышăннă решенисене ырлани пирки пĕлтернĕ, хушса хунă Песков.

Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru


#ВладимирПутин
Читайте нас: