Тишкерÿ ĕçне тĕрĕсрех тума тата тенденцисене шута илме унчченхи Халăх çыравĕ вăхăтĕнчи анкетăри пĕрпеклĕх те пулмалла. Çавăнпа та йăлана кĕнĕ ыйтусем юлаççĕ (арлăх, çуралнă дата, гражданлăх, тăван чĕлхе, наци т. ыт. те). Анчах çырав хучĕсем ку чухнехи тенденцисене те çутатса памалла. 2020 çулхи Халăх çыравне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Сăмахран, халăха ĕçпе тивĕçтересси тата демографи ыйтăвĕсем тăрăх хушма йĕркесем пур — «ĕç укçи», «предприниматель тупашĕ» т. ыт. те. Ĕçсĕрлĕх тата ĕçпе тивĕçтересси пирки ыйтусенче те ĕç миграцине тĕпчеме «Сирĕн тĕп ĕç вырăнĕ ăçта вырнаçнă?» тесе ыйтаççĕ.