. — Хальхи пек астăватăп, 1977 çулта Туймазăра ĕçлеме пуçласан анне валли пĕрремĕш ĕç укçипе 450 тенкĕлĕх «Рекорд-312» телевизор туянтăм. Хĕллеччĕ. Пишпÿлеке пĕр автобусран тепĕр автобус çине куçса ларса «ещĕклĕ» курупкана яла çитертĕмех. Ăна атте-анне килĕнче кăрса лартсан, вăл ĕçлеме тытăнсан чĕре савăнăçпа тулчĕ. Пĕр канал кăтартатчĕ, унта та пулин «юр» çăватчĕ. Телевизор халĕ куллен пăхатăп. Цифра, аналогпа танлаштарсан, çĕр хут лайăхрах кăтартать. Хальлĕхе хăш каналсене суйласа илмеллине пĕлместĕп-ха. Унчченхи пекех «Поле чудес», «Смеяться разрешается», «Здоровье» пăхатăп, БСТ каналпа республика хыпарĕсене пĕлетĕп. Телевизор çĕннине пĕлме май парать.