Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
24 Октябрӗн 2019, 18:00

Пушкăртстанра пурăнакансем хытă коммуналлă каяшсемшĕн комиссисĕр тÿлĕç

Федераллĕ почта çыхăнăвĕн Пушкăртстан управленийĕ çынсенчен çÿп-çапшăн тÿленĕ чухне хушма комисси илмесси çинчен решени йышăннă. Анчах та çак правило пуриншĕн те мар. Çак çăмăллăхшăн банк уйрăмĕсем çук ялсенче пурăнакансем кăна комиссисĕр тÿлĕç.

Пушкăртстан федераллĕ почта çыхăнăвĕн управленийĕн директорĕ Ирек Галимов каланă тăрăх, вĕсен учрежденийĕ — социаллă пĕлтĕрешлĕ. Вĕсем хăйсен уйрăмĕсенче тÿлевсем йышăннăшăн комисси тарифне çирĕплетме пултараççĕ, анчах апла тумаççĕ. Пирĕн республикăра кредитпа финанс организацисен филиалĕсем пулман ялсенче 700 яхăн почта уйрăмĕ вырнаçнă. «Почта России» уйрăмĕсенче коммуналлă хытă каяшсемшĕн тÿленĕ чух хушма тÿлев 20 тенкĕпе танлашать.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: