Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
25 Октябрӗн 2019, 14:57

Тивĕç, чыс тата Тăван çĕршыва хÿтĕлесси

Районти 27 пулас салтакпа матроса уявла лару-тăрура çара ăсатнă.

Мĕн авалтан арçынсен тĕп тивĕçĕ — Тăван çĕршыва хÿтĕлесси шутланнă. Призывниксене малтан районти çар комиссариатне пухнă, унта инструктаж ирттернĕ. Унтан каччăсем Пишпÿлекри Çĕршыв хÿтĕлевçисен паркĕнче чĕрĕ чечексем хунă.

Тĕп мероприяти Культура керменĕнче иртрĕ. Кунта район центрĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем, çар служащийĕсен ашшĕ-амăшĕ, ОБЖ преподавателĕсем, Çамраксен «Вектор» центрĕн сотрудникĕсем тата ыттисем пухăннă. Район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин пулас салтаксене саламларĕ. Вăл юлашки икĕ çулта çара пирĕн районтан 150 ытла çын кайнине палăртса хăварчĕ. Хальхи вăхăтра 80 çын сроклă служба иртет, контрактлă службăра — 145 çын, çар училищисенче 13 курсант вĕренет. Çар комиссарĕ Валерий Шарифуллин кăçал Раççей совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 30 çул çитнине палăртни çинче чарăнса тăчĕ. Вăл «30 лет со дня вывода войск из Афганистана» юбилей медалĕсене 15 ветерана пачĕ. Вунă юнармееца парашютист удостоверенийĕпе значок тыттарчĕ.

Район администрацийĕ ятĕнчен Юрийпе Эльвира Ефремовсене, Ренат Фаритовпа Ирина Александрована ывăлĕсене чăн-чăн Çĕршыв хÿтĕлевçисем туса ÿстернĕшĕн Тав çырăвĕсем пачĕç. Хушăлкари Иван Рудыка хальхи вăхăтра Чечен Республикинчи Гудермес хулинче сроклă служба иртекенскер, отпуска таврăннă. Вăл пулас салтаксене каланă сăмахсем чĕрене пырса тиврĕç.

Мероприятие пухăннисем Демскинчи «9 рота» шырав отрячĕ тăратнă экспонатсемпе интересленсе паллашрĕç.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕсем.
Читайте нас: