Урамра хура кĕркунне, çапах та пирĕншĕн çак вăхăт — чи илемли, мĕншĕн тесен пирĕн юратнă аттепе анне ноябрьте бриллиант туйне палăртаççĕ.
Мария 7 класра вĕреннĕ чухне унран санăн упăшку мĕнле çын пулать тесе ыйтсан, пĕр иккĕленмесĕрех: «Вăл çÿллĕ те матур гармонист пулать!» — тенĕ. Ун чухне хĕрача ĕмĕчĕ тепĕр çичĕ çултан пурнăçланасси пирки шухăшламан та.
Вĕсем пĕр ялта çуралса ÿснĕ, пĕр шкула çÿренĕ, пĕр урамра пурăннă. Ялта спектакльсем, концертсем хатĕрлеме репетицисене çÿреме пуçласан юрату хĕлхемĕ вăй иле пуçланă. Маркел хуткупăспа чаплă вылянă, Мария илемлĕ сассипе юрласа куракансен чĕрисене тыткăна илнĕ.
1959 çулхи ноябрьте вĕсем законлă мăшăрланнă. Иккĕш пилĕк ача çитĕнтернĕ. Виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлне ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Аслашшĕпе асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн 12 мăнукпа мăнукĕсен 10 ачи.
Маркел Михайлович 45 çул колхозра ырми-канми ĕçленĕ, сахăр кăшманĕн сулмаклă тухăçне çитĕнтернĕ. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн правительство наградисене тивĕç пулнă. Механизаторсен династине Александр ывалĕ тата Сергейпе Геннадий мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.
Мария Васильевна 17 çултан пуçласа дояркăра вăй хунă. Унăн та Хисеп грамотисем чылай, Ача амашлăх медалĕ пур.
Хисеплĕ аттепе анне! Кăçал эпир мăшăрланнăранпа 60 çул çитнине палăртатпăр кăна мар, юратупа ăнлану уявне кĕтсе илетпĕр. Шăпах çак енсене эсир миçе çултанпа сыхласа хăварма пултарнă. Эсир ĕмĕр тăршшĕпе пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнатăр, кунашкалли сайра тĕл пулать. Бриллиант юмахĕ нихăçан та ан вĕçлентĕр, эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, сирĕн умăрта пуç тайса тав тăватпăр. Эсир пире ĕçчен, ырă кăмăллă пулма, ваттисене хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ, пĕлÿ парса аслă пурнăç çулĕ çине тухма пил панă. Сире ырлăх-сывлăх, чун ăшши, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Уявпа, хаклă та юратнă çыннăмăрсем!
Ачисем, кинĕсем, кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем.