Халĕ Раççей законодательствинче наркотиксене пропагандăланăшăн административлă йеркепе явап тыттарассине пăхса хăварнă (ст. 6.13 КоАП РФ). Право йĕркине мĕнле йĕркепе пăснине унта палăртса хăварман. Ун тăрăх уйрăм çынсене 4000—5000 тенкĕ, юридика сăпатĕнчисене — 800 000 тенкĕрен пуçласа 1 млн. тенкĕ таран штраф тÿлеттерессине пăхса хăварнă.