Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Октябрӗн 2019, 15:09

Пушкăртстанра республикăн чи тивĕçлĕ гражданĕсене суйлаççĕ

Пушкăртстанра «За честь республики» фестиваль-конкурс пырать.

Халăх регионри чи тивĕçлĕ граждансене суйлама пултарать. Конкурс çĕнтерÿçисене хисеплĕ наградăсемпе асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ. Финал сасăлавĕ «Общественная электронная газета» сайтенче иртет.

12 номинаци тăрăх сасăлама пулать: наукăпа вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культурăпа искусство, патшалăх ĕç-хĕлĕ, промышленность, ялхуçалăхĕпе строительство, хăюллă професси çыннисем, спорт, обществăлла ĕç-хĕл…

Кашни номинацинче пĕр çыншăн сасăлама юрать. Номинантсен хушшинче — конкурсăн муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтернĕ 248 çын.

Сасăлав октябрĕн 28-мĕшĕнче уçăлнă, ноябрĕн 4-мĕшĕнче вĕçленет.
Читайте нас: